Усал вăйсем «хĕçпе» хăмсараççĕ 10.07.2018

Усал вăйсем «хĕçпе» хăмсараççĕ

Вĕсен киревсĕр витĕмĕ «лăпкă регионшăн» та хăрушă
Тĕнче чан çапать: экстремизмпа терроризм этемлĕхшĕн XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чи хăрушă та çивĕч ыйту пулса тăчĕç. Çакă Раççейшĕн те кăтартуллă. Чăваш Ене илес тĕк — ун пирки терроризм, экстремизм тĕлĕшпе лăпкă регион теме хăнăхнă. Чăннипех çапла, анчах ку республикăра унашкалли пач пулма пултараймасть тенине пĕлтермест. Чăваш Ен çынни экстремистла брошюрăсем çырса, пичетлесе кăларма та ăс çитернĕ — пин ытла экземплярпа. Эппин, сыхлăха кунта та самантлăха та çухатма юраманни куç кĕрет.
Библиотекăра мĕн «интересли»?
Çак тĕслĕх пирки каласа панă май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн процесс тĕрĕслевĕн пайĕн инспекторĕ Алексей Карпов хайхи арçын тĕлĕшпе нумаях пулмасть уголовлă ĕç пуçарнине çирĕплетрĕ. Экстремистла материалсен авторĕ хăйĕн ĕçĕсене Шупашкарти уйрăм çыннăн паллă типографийĕнче пичетлесе кăларнă. Ку çеç те мар, çав брошюрăсем Наци библиотекине те çитнĕ иккен — унта упраннă. «Формулярсем тăрăх тĕрĕслерĕмĕр, юрать-ха, çав литературăпа вулакансенчен никам та паллашса ĕлкĕреймен», — пĕлтерчĕ Алексей Николаевич.
Паллах, библиотека ĕçченĕсене, типографие ÿпкелени вырăнсăр. Вăл е ку литературăна тĕрĕс хаклама ансат мар, Шалти ĕçсен министерствинче те «ку енĕпе эпир специалистсем мар» теççĕ — экспертизăна ятарласа лингвистсене явăçтараççĕ. Федераци шайĕнче экстремистла тесе хакланă материалсен списокĕ пур. Вăл е ку ĕç унта кĕмест тĕк, эппин, саккунсăр мар — çиелтен пăхма. Асăннă реестр анлăлансах пырать-ха, анчах, ЧР культура министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев палăртнă тăрăх, «вăл е ку материала хайхи списока кĕртнĕ чух эпир яланах пĕр утăм кая юлса пынине те хирĕçлеме çук». Экспертсем хатĕр материала кăна хаклаççĕ-çке, вĕсен авторĕсем мĕн çырма пултарассине малтанах пĕлсе тăраймăн.
Медалĕн право хуралĕн органĕсен умне йывăрлăх кăларса тăратакан тепĕр енĕ те пур. Республикăн Шалти ĕçсен министерствин Экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов уççăнах калать: киревсĕр шухăш-тĕллевлĕ çынсем маларах хайхи «юрăхсăр» литература списокне кĕртнĕ вăл е ку материалăн, кĕнекен ятне кăна улăштараççĕ — вăл çав списока кĕмен ĕç пек пулса тухать.
Кунашкалли темиçе çул каялла Чăваш Енре пĕтĕм тĕнчери террористсен «Хизб ут-Тахрир аль-Ислами» организацийĕ, Раççейре саккунсăр тесе йышăннăскер, майлă çынсене сиенсĕрлетнĕ чух та палăрнă. «Вĕсен патĕнче тупнă брошюра — юраман материалсен списокне кĕртни, анчах — ячĕ урăхла», — тет Владимир Пантелеймонович. Çавăнпа та вăл чикĕ леш енчен ыр кăмăллăх шучĕпе килекен литература тĕлĕшпе асăрхануллă пулма сĕнет: «Тÿлевсĕр тĕк — йышăнмалла мар. Усăллă кĕнекесене укçасăр никам та памасть».
«Эрешмен картин» тыткăнĕнче
Терроризмпа çыхăннă преступленисем республикăра пулман, экстремизм сĕмĕллисем вара тĕл пулаççĕ. Пĕлтĕр 16 уголовлă ĕç пуçарнă, кăçалхи кăрлач — çĕртме уйăхĕсенче — 10. Çÿлерех асăннă брошюрăсемпе çыхăннисĕр пуçне пурте тенĕ пекех — интернетра юрăхсăр текстсем, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарни, сарни. Усал вăйсем паян виртуаллă тĕнчене çăварлăхланă — унпа хĕç-пăшалланнă. Владимир Шихранов шăпах интернет хăрушлăхĕ пирки калать:
— Паянхи экстремизм компьютер технологийĕсем çине таянмасăр пулма пултараймасть. Тĕнчере экстремизмпа терроризм юхăмĕсем пайтах, вĕсемшĕн интернет çынсене, уйрăмах çамрăксене хăйсем майлă çавăрмалли, вербовка тумалли меллĕ инструмент пулса тăнă.
Иртнĕ çулсенче террористсен Раççейре саккунсăр тесе палăртнă «Игил» организацийĕ йыхравланипе тĕрлĕ çĕршыври, çав шутра Раççейри пин-пин çын унăн хура ялавĕ айне тăни – экстремизм вăйĕсем шăпах çапла ĕçленин /виртуаллă тĕнчере витĕм кÿнипе, СМС-пĕлтерÿсем ярса, çакнашкал ытти мелпе усă курса вербовка тунин/ кăтартăвĕ. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те çав витĕме парăннă — Анăçри мăсăльман çĕршывĕсенчен çĕр-çĕр хĕрарăм Сирири тата Иракри халифат çĕрĕсене куçса «Игилпа» пĕрлешнĕ. Хальччен экстремистсен пĕр ушкăнĕ те Анăçри хĕрарăмсен çавăн пек пысăк йышне хăйсем майлă çавăрайман теççĕ.
Усал вăйсем хăйсен ĕçне чикĕ леш енчен, кирек хăш патшалăх территорийĕнчен тума пултараççĕ — вĕсен «сасси» паянхи информаци анлăшĕнче самантрах таçта та çитет. Роскомнадзор экстремистла сайтсене хупать-ха — чарнисен списокĕнче вĕсем çĕр-çĕр. Анчах çак тытăмăн республикăри управленийĕн массăллă коммуникацисен тата информаци технологийĕсен сферинчи надзор пайĕн пуçлăхĕ Леонид Иванов пĕтĕмпех курса-асăрхаса ĕлкĕрме май çуккине те хирĕçлемест. Пĕрне хупаççĕ, ун вырăнне тата темиçе сайт çуралать — вĕçĕ-хĕррисĕр. Апла тăк нимĕнле реестр та, чару-чикĕ йышши нимĕнле мера та ыйтăва туллин татса параймĕ.
Гаджет ан чăрмантартăр
Çавăнпа ку сферăра сыхлăх тени чи малтан вĕрентÿ-воспитани, право культурин шайне çĕклени çинче никĕсленмелле. Çитĕннĕ çын хăйне интернет урлă витĕм кÿме хăтланнине парăнмĕ, çулланнисем виртуаллă тĕнчере вăхăт нумай ирттерменни те паллă. Ачасемпе çамрăксем вара ку енĕпе хавшак: нумайăшĕ компьютер умĕнчен каймасть, гаджета алăран ямасть — киревсĕр çынсем шăпах вĕсен ăсне, тыткаларăшне хăйсене кирлĕ пек йĕркелеме ăнтăлаççĕ.
Леонид Иванов ача сетьре тем те çырма юрать тесе шухăшланине палăртрĕ — никам та курмасть, яваплăх пулассăн туйăнмасть-çке. Анчах интернет пĕтĕмпех курать, унта нимĕн те йĕрсĕр-мĕнсĕр çухалмасть. Анатолий Тимофеев интернет хăрушлăхне çирĕплетекен сăнав кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ. Çамрăк çын е ача виртуаллă тĕнчере куллен пĕрер сехет ларсан провайдер пĕр уйăхра ăна «палласа» çитет. Виçĕ сехет таран ларсан вара ун пирки ашшĕ-амăшĕнчен те ытларах пĕлме тытăнать. Сетьре çакăнтан та нумайрах вăхăт ирттерсен вăл ун пирки хăй пĕлменнине те — хăйĕнчен те ытларах — пĕлет.
Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри терроризмран сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлекен эксперт канашĕн тата терроризм идеологийĕпе кĕрешекен ĕç ушкăнĕн нумаях пулмасть иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче сĕнÿ те çуралчĕ: ачасене шкулта та пулин кĕсье телефонĕпе усă курмашкăн чарма май çук-и? Шкулĕсем — пирĕн, ачасем — пирĕн, вĕсен ăсĕ вара — пирĕн мар… Халь çапла пулса тухать-çке.
«Саккунпа килĕшÿллĕн ку енĕпе пуçлăх-ертÿçĕсен шайĕнче йышăну туса чарма май çук», — пулчĕ хурав. Анчах ним тума аптăрамалла тени те вырăнсăр.
— Ашшĕ-амăшĕн кăмăлĕ кăна кирлĕ, — терĕ вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Кудряшов. — Чăнах та, шкул дирекцийĕ енчен хистени вырăнсăр. Анчах ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене шкулта телефонпа усă курма чарас тесен — чăрмав çук, вĕсем пухăнса çавнашкал йышăну туни çителĕклĕ. Ку мелпе нумай шкул усă курать те ĕнтĕ. Ачасем ирхине шкула пырсан телефонсене параççĕ, уроксем хыççăн каялла илеççĕ.
Гаджет вĕренÿ валли кирлĕ пулсан вара? Куншăн та пăшăрханмалла мар — кашни шкултах компьютерсем, хăрушлăхсăр интернет пур. Ашшĕ-амăшĕн занятисем пынă вăхăтра ачисемпе çыхăнмалла пулсан та чăрмав тухса тăмасть — класс ертÿçипе телефонпа çыхăнса кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулать. Паллах, педагогсемшĕн — хушма чăрмав, анчах ачасен хăрушсăрлăхне тĕпе хурса класс ертÿçисем çак тивĕçе те хăйсем çине илеççĕ.
Çапах кирек мĕнле пулсан та шкулта тивĕçлĕ тĕрĕслев пур темелле. Шкул хыççăн вара, шел те, нумай ача виртуаллă тĕнчен киревсĕр тапăнăвĕ умĕнче хÿтлĕхсĕр. Шел те, интернетра усăллипе пĕрлех сиенли те пайтах. Эппин, ашшĕ-амăшĕ сыхă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ: ăнлантармалла, вĕрентмелле, асăрхаттармалла… Компьютер умĕнче ларать: йĕмест, нимĕн те ыйтмасть — апла тăк лартăрах тесе лăпланни вырăнсăр. Сетьре мĕн вăхăт тата мĕн туса ларать, мĕнпе кăсăкланать, камсемпе çыхăну тытать — çак ыйтусем те çуралмаллах.
Узбек та — тус, таджик та…
Паллах, экстремизма хирĕç тăрасси интернетпа кăна чикĕленмест. Шалти ĕçсен министерствинче киревсĕр çак пулăм сарăлассине йĕркесĕр миграципе тÿрремĕнех çыхăнтараççĕ. Телее, килен-каян çынсем тĕлĕшпе те Чăваш Енри лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă. Килекенсен йышĕ кăшт кăна ÿсни палăрать. Владимир Шихранов пĕлтернĕ тăрăх, ют çĕршыв гражданĕсен пирĕн республикăра вăхăтлăх пурăнакан йышĕ паян 7,1 пин çынпа танлашать. Тата — Раççей гражданлăхне йышăннă çынсем. Вĕсене те куçран вĕçертмеççĕ.
Чи пысăк йыш — узбексем, 1135 çын. Таджиксем те нумай — 1115 çын. Унтан — украинсем — 920-ĕн. Туркменсем, армянсем, азербайджансем те чылай. Ытти халăх çыннисем те пур — египтянсем таранах. Вĕсем тăвакан тата вĕсем тĕлĕшпе тăвакан преступленисем йышлă тееймĕн. Анчах Экстремизмпа кĕрешекен центр пуçлăхĕ уççăн палăртать: кунашкал пĕр преступлени те тепĕр чух ытти мĕн пур преступленирен пысăкрах шăв-шав çĕклеме пултарать — çавăнпа тимлĕх-асăрханулăх пысăк пулни нихăçан та ытлашши мар.
Ют çĕршывсен 60 гражданинне Раççейрен кăларса янă, 40 «хăнана» депортациленĕ, 120-ĕшне кунта килме чарнă. Хамăрăн граждансене те миграципе çыхăннă саккунсене пăснăшăн пуçран шăлмаççĕ — ют çĕршывсен çыннисене суя регистраци туса панăшăн 43 уголовлă ĕç пуçарнă.
Кунта килнисен тĕп йышĕ — Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен студентсем. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кăна 1450 яшпа хĕр вĕренет. И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче — 391, ял хуçалăх академийĕнче — 129, коопераци институтĕнче – 28 çын.
«Хăнасем» йĕркене, саккуна пăсни пулкалать. Полици каçхи клубсенче рейдсем ирттернĕ май вĕсем унта тытăçнă, ÿсĕр пулнă тĕслĕхсене тупса палăртнă — ку енĕпе хамăрăн çамрăксенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ темелле.
Ют çĕршыв студенчĕсем кальян клубĕнче ĕçленине тупса палăртнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хулари Николаев урамĕнчи пасарта тĕрĕслев йĕркеленĕ май унта та ют çĕршыв студенчĕсем ĕçлени палăрнă. Ку — миграци саккунне пăсни. Çапах ют çĕршывсенчен килнĕ çынсем республика территорийĕнче экстремизмпа çыхăннă преступленисем тунине шута илмен. Çапла пултăр та: эпир хăнасене тарават, анчах — пирĕн пата ырă шухăш-тĕллевпе килекенсем тĕлĕшпе кăна. «Хĕçпе килекенсене» Раççейре мĕн кĕтнине истори лайăх пĕлет.
Николай КОНОВАЛОВ
Газета "Хыпар" № 74 июль 2018

К списку новостей