«Чун яланах çурçĕрелле туртать» 14.09.2018

«Чун яланах çурçĕрелле туртать»

Мĕнле çын кăна çук-ши тĕнчере?! Кампа кăна тĕл пулмастпăр кулленхи пурнăçра. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕн Зоня Владимировăн çемйин шăпи те питĕ кăсăкла. Белорус арçыннипе чăваш херарăмĕн юратăвĕн «çимĕçĕ вăл». Зоня Брониславовна хăйĕн çывăх çыннисем çинчен хавхалансах каласа кăтартрĕ.

- Ман анне Мария Калинина - Элĕк районĕнчен. Вăл çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă, - калаçăва пуçларĕ хĕрарăм. - Кукаçи Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, тыткăнра пулнă. Унтан тарса тăван киле таврăннă. Вăл вăрçăра чухне унăн çемйинче ача çуралнă. «Эсĕ кайсан çуралчĕ», - тенĕ арăмĕ, анчах лешĕ ĕненмен. Аннене кӳрентермен вăл, анчах арăмне ялан вăрçна. Анне хăйĕн кукашшĕ патĕнче ӳснĕ, вăл вилсен ăна пиччĕшĕ Новосибирска ача пăхма илсе кайнă. Ачисем уссен вăл авиаци завочĕн хушма хуçалăхне вырнаçнă. Унтах Бронислав Кунцевичпа паллашнă. 1906 çулхи пулнăскер платникре ĕçленĕ, тем те тума пĕлнĕ. Ырă кăмăллă та ĕçчен çын пулнă теççĕ. Икĕ вăрçă витĕр тухнă. Аннепе перле вĕсем виçе çул кăна пурăннă. Атте чукун çул урлă каçнă чухне пуйăс айне лексе вилнĕ. Эпĕ ун чухне хырăмра пулнă. Тепĕр çур çултан çут тĕнчене килнĕ. Аттен тăванĕ хĕр çуралсан Зоня ят хурăр тенĕ. Мана ялтисем Соня тесе чĕнеççĕ, чиркуре Софья ятпа тĕне кĕртнĕ.

Зоня Брониславовнăн асламăшĕ полька пулнă, Мальва тесе чĕннĕ ăна. Аслашшĕ Никодим - белорус. Вĕсем Могилевра пурăннă. Арçын тăрантас ураписем тума ăста пулнă. 30-мĕш çулсенче Кунцевичсене кулаксен йышне кĕртсе Çĕпĕре янă.

- Атте вилсен хунямăшне Мальвăна анне пăхнă. «Ан кай»,- йăлăннă асанне. «Санпа лайăх, ачуна пăхма пулăшăп»,- тенĕ. Аттен пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те унтах пурăннă. Çапах анне Элĕке таврăннă, унăн хăйĕн те ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла пулнă. Пĕр-пĕрин патне çыру темиçе çул çӳретнĕ тăванĕсем, - хăш-пĕрне Зоня Владимирова халĕ те упрать. - Атте Чăваш Ене янă çыру та пур. Ăна вăл кукаçи-кукамай патне 1946 çулта ăсатнă: унта вăл аннепе лайăх пурăнни çинчен çырнă, хăнана пырасси пирки пĕлтернĕ. 93 çул пурăнчĕ анне. Аттене ялан аса илетчĕ. Асăрхануллă пулман тесе, тăлăха хăварнăшăн вăрçатчĕ. Каялла килнĕшĕн те ӳкĕнетчĕ. Анне хăйĕн ĕмĕрне пĕчченех ирттерчĕ. Эпĕ ăна ял Канашĕн председательне качча парасшăнччĕ. Вăл арăмĕнчен уйрăлнăччĕ. Анчах каймарĕ, «Сан аçу пулаймасть вăл», - тетчĕ. Лĕшĕ вара урăх хĕрарăмпа пĕрлешрĕ. Мана атте кирлĕ пулнă ахăртнех, - чунне уçрĕ хĕрарăм. Ашшĕн таванĕсем пурте Новосибирскра пурăнаççĕ. Ашшĕпе асламăшне Каменка ялĕн масарĕнче пытарнă. Вил тăприсем çинче темисе хут та пулнă вăл.

- Мана ялан çурçĕрелле чун туртать. Беларуç Республикинче пĕрре кăна пулма тур килчĕ. Мана унта канма каймашкăн ĕçрен путевка панăччĕ. Шел те, белорус чĕлхине вĕренмен, пĕр-икĕ сăмах кăна пĕлетĕп, - калаçăва тăсрĕ Зоня Брониславовна. Çапах шăпа ăна Çепĕртен уйăрман: çамрăк специалиста диплом илсен Кемĕр хулине ĕçлеме янă. Унта вăл виçе çул пурăннă. Пермьри ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Владимировсем - нумай нациллĕ çемье. Аслă хĕрĕ Анна адыг çыннине качча тухнă. Чăваш Енрех пурăнаççĕ. Мăнукĕсем питĕ хитре те çӳллĕ пулнине палăртрĕ хĕрарăм. Кĕçĕн хĕрĕ Ольга ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухне Англие практикăна кайсан белоруспа паллашнă. Вĕсем те Шупашкартах тĕпленнĕ, кукамăшне икĕ мăнук парнеленĕ. Зоня Брониславовнăн мăшăрĕ те хутăш çемьере ӳснĕ: амăшĕ - вырăс, ашшĕ - Канаш тăрăхĕнчи чăваш. Сăмах май, вĕсем Вăрнарти техникумра вĕреннĕ чухне паллашнă. Зоня Владимирова чылай çултанпа Шупашкарти тĕп пасарти лаборатори пуçлăхĕнче вăй хурать.

Пĕрлĕх чăмăртанать

Тĕнчере 10 миллиона яхăн белорус пурăнать. Вĕсем Беларуç Республикисĕр пусне Польшăра, Украинăра, Латвире, Литвара, Канадăра, АПШра, Германире чылаййăн тĕпленнĕ. Пирĕн çĕршывра та сахал мар вĕсем. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх - Раççейре 521 пин ытла белоруса шута илнĕ.

Беларуç Республикинче çĕр улмине пысăк лаптăк çинче туса илеççĕ. Вĕсен сĕтелĕ çинчен çак çимĕçрен пĕçернĕ апат нихăçан та татăлмасть. Икерчĕ, тĕрлĕ пăтă, сĕт апатне юратаççĕ белоруссем. Ĕлĕк халăхра урпа пăтти пĕçересси анлă сарăлнă пулнă, хальхи вăхăтра ăна уявсенче е пĕр-пĕр йăла-йĕрке ирттернĕ чухне хатĕрлеççĕ. Кукăль-кулач таврашне сĕлĕ çăнăхĕнчен тата çĕпресĕр янтăлаççĕ. Беларуç Республики тăм савăт-сапа тăвассипе те палăрнă, пир тĕртесси кулленхи ĕç пулнă.

Белоруссен пĕр-пĕрне пулăшас туйăм вăйлă аталаннă. Ытлă-çитлĕ пурăнакансем мĕн ĕлĕкрен çĕр çуккисемпе чухăнсене хăйсен хӳттине илнĕ. Пĕр килте темиçе çемье килĕштерсе пурăннă. Кил пуçĕн /ăна гаспадар тенĕ/ сăмахĕнчен иртмен. Белоруссен ытларах пайĕ Христос тĕнне ĕненет, вĕсен хушшинче католиксем те пур /25%/.

Чаваш Енре 1417 белорус пурăнать. Шупашкарта унччен белоруссен автономийĕ ĕçленĕ, анчах вăл саланнă. 2017 çулта Чăваш Енре пурăнакан белоруссен наципе культура автономине туса хурастĕлĕшпейĕркелу ушкăне чăмăртаннă. Унăн ертӳçи пулма Шупашкарти коопераци институчĕн колледжен деканне Галина Лохоновăна çирĕплетнĕ.

Галина Михайловна пĕлтернĕ тăрăх - белоруссен пĕрлĕхне йĕркелестĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш наци музейĕнче «Кличу Вас я на Победу» курав ĕçленĕ, ăна Янка Купала поэта халалланă. «Беларуç Республикинчи патшалăх литература тата Тутарстанри Янка Купала музейĕсемпе çыхăну тытатпăр. Коопераци институчĕ Беларуçри аслă шкулсемпе килĕштерсе ĕçлет. Пирĕн студентсемпе преподавательсем Беларуçри ĕçтешсемпе перле наука тĕпчевĕсем хатĕрлеççĕ, конференцисемпе семинарсем ирттереççĕ, пĕрлехи статьясем пичетлеççĕ тата ытти те. 2012 çулта унта пирĕн ректор та пулнăччĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче студентсем Гомель хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Самрăксем тата предпринимательлĕх» чемпионатра ăмăртрĕç, «Чи лайăх вĕрену проекчĕ» номинацире диплома тивĕçрĕç», - терĕ вăл. Сăмах май, Чăваш Енри аслă шкулсенче белорус ачисем те вĕренеççĕ, ытларахăшĕ хутăш çемьере çитĕнет.

Софья Ковалевская математикăн, Марк Шагал художникăн, Андрей Громыко министрăн, Янка Купала поэтăн çĕршывĕ халĕ те ĕлĕкхи тата совет тапхăрĕнчи йăласене тытса пырать. Сăмахран, Беларуç Республикинче туса кăларнă çимĕçсем пĕтĕм тĕнчипе сарăлаççĕ.

«Хыпар», № 102-103, 14 сентября 2018 года.


К списку новостей