Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас: Николай ПАВЛОВ: Тĕрĕс çулран пăрăнмасăр пурăнни – телей

СМИ о нас: Николай ПАВЛОВ: Тĕрĕс çулран пăрăнмасăр пурăнни – телей


30.07.2021

«Çемьере тăваттăн ӳсрĕмĕр. Пĕрремĕш класа кайсан атте çĕре кĕчĕ. Анне колхозра ĕçлетчĕ. Вăл текех качча тухмарĕ, пире, тĕпренчĕкĕсене, пĕчченех пăхса ӳстерчĕ. Велоспорта суйланă май мана велосипед кирлĕччĕ. Анчах ятарласа тренировкăсене çӳремелли ахальлинчен хаклăрахчĕ. Аннерен, пĕр уйăхра 90 тенкĕ шалу илекенрен, мĕнле ыйтмалла? Намăсланатăп. Тренер каланă тăрăх, мана кирлĕ велосипед 500 тенкĕ тăрать. Лайăх инвентарь пулмасан çитĕнӳ тума çук. Хавхалану та пĕтет», — калаçăва спортри çитĕнӳсем мĕнле туптаннине аса илнинчен пуçларĕ СССР спорт мастерĕ Николай Павлов.

— Николай Анатольевич, кĕçех ултă теçеткене парăнтаратăр. Сирĕн çинчен сăпайлă, ăслă, лăпкă тенине пĕрре мар илтнĕ. Ку енсем эсир хăвăр çулăртан çамрăкрах курăннин вăрттăнлăхĕ-и?

— Спорта юратни, йывăрлăхсене çĕнтерсе аталанни, пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пулăшрĕ тесе шухăшлатăп. Кĕлеткене çамрăкранах пиçĕхтерме хăнăхнă май халĕ те çав йăлана тытса пыратăп. Спортăн кирек хăш тĕсĕ валли те çуран чупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район администрацийĕнче вăй хунă чухне Кивĕ Вăрмар еннелле кашни кун чупаттăм. Маншăн кăнтăрлахи апат çук. Çав вăхăтра тухса 7 км парăнтараттăм. Халĕ те çаплах. Тухса кĕмесен пурăнман пек туйăнать.

— …Велосипед кирлĕ тесе аннĕртен ыйтайрăр-и çавăн чухне?

— Шупашкартан сбортан таврăнтăм. Ыран каллех тухса каймалла. «Коля, эсĕ ахалех килнĕччĕ-и?» — ыйтрĕ анне. «Велосипед илмелле манăн», — терĕм. Çывăх çыннăм хакне ыйтрĕ, пите хĕретсех каларăм. «Пиччӳ пĕлтĕр мотоцикла та 400 тенкĕпе туянчĕ. Мĕнле велосипед вара вăл санăн, унран та хаклăрах?» — анне тĕлĕннине халĕ те астăватăп. Вăл эпир тӳрĕ çулпа утассине шаннă. Пус çумне пус хушса пуçтарнă 500 тенкине тыттарса кăларса ячĕ. Ыйтма хăюлăх çитернĕшĕн халĕ те аванмарланатăп. Вăл манăн пурнăçри пĕрремĕш велосипед пулчĕ.

— Килте виçĕ арçын ача, анчах тантăшсемпе пĕрле ярăнма май пулман-и?

— Аннен тĕллевĕ ачисем выçă тата çĕтĕк ан çӳреччĕр тени пулнă. Лайăххине начарринчен уйăрма хамăрăн вĕренмелле, пурнăç тути-масине хăнăхмалла. Манран ултă çул аслăрах пиччен Сашăн йĕлтĕрне ыйтмасăр илсе тухса ярăнаттăм. Çакăншăн унран леккелетчĕ. Хуçма та пултарнă вĕт-ха эпĕ ăна. 7-мĕш класра Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çӳреме пуçларăм. Йĕлтĕрлĕ пултăм. Пĕрремĕш ăмăртура малти вырăна тухсан тата лайăхраххине пачĕç.

— Спорта юратасси хăçан çуралчĕ, мĕнле ĕмĕт çунатлантарчĕ?

— Кашни çамрăка аслăраххисем çитĕнĕвĕсемпе илĕртеççĕ ахăр. Мана Алексей Федоров тренерăн, Иван Ивановпа Виталий Гаврилов ентеш спортсменсен ăнăçăвĕсем хавхалантарчĕç. Тата спорт мастерĕн ятне тивĕçес килни. Паллах, кирек мĕнле çамрăк спортсмен та çавăн патне талпăнать.

«Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак — япăх салтак», — теççĕ. Пирĕн вăхăтра ССС Р чемпионатне «Пĕтĕм тĕнчери пĕчĕк чемпионат» тесе танлаштаратчĕç. Мĕншĕн тесен спорт мастерĕн ятне 15 республика шайĕнче тивĕçетĕн-çке. Çавăнпа ССС Р шайĕнче ăмăртса çитĕнӳ тăвасси хавхалантарнă мана. 9-10-мĕш классенче чухне гуманитари наукисем кăсăклантаратчĕç, çак енпе вĕренме каяс шухăш пурччĕ: е истори, е вырăс чĕлхи, тен, юридици…

— Çак предметсене юратнă апла.

— Истори урокĕнче вĕрентекен мĕнле ăнлантаратчĕ, ун хыççăн çаплах пĕр сăмах улăштармасăр тенĕ пек каласа кăтартма пултараттăм. Вырăс чĕлхипе литературине те çаплах. Килте вĕренме вăхăт ытлах пулман, ялан тренировка, кил хуçалăхра аннене те пулăшмалла. Пурнăç урăхларах килсе тухрĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн физкультура факультетне кĕме конкурс пысăкчĕ — пĕр вырăна 13 çын. Тренер Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне сĕнчĕ: тăватă спорт мастерĕ кирлĕ, шăпах велосипедистсем тата. Тренер сăмахне эпĕ саккун пекех йышăнма хăнăхнă. Мĕншĕн тесен аттесĕр ӳсрĕм, спорт шкулне çӳреме пуçласанах вăл маншăн ун вырăнĕнчеччĕ. <...>

— Арçыннăн пурнăçра виçĕ ĕç тумалла теççĕ…

— Хамăр хăпартнă пӳртре кун кунлатпăр. Хĕрĕм Настя – коопераци институтĕнчен, ывăлăм Виктор И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен строительство факультетĕнчен вĕренсе тухрĕç. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, мăнуксем парнелерĕç. Пахча хыçĕнче çырма, унта çынсем çӳп-çап пăрахатчĕç. Çемьепе канашларăмăр та йывăç лартма шухăшларăмăр. Тĕрлĕ 60 хунав лартрăмăр. 15 çул иртрĕ унтанпа. Халĕ унта илемлĕ, канма аван.

<...>

Елена ЛУКИНА.

Первоисточник: Газета «Хыпар», 30 июля 2021 г., http://www.hypar.ru/cv/izdaniya/hypar/hypar-81-82-27814-27815-no-30072021

Возврат к списку