Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас. Олимпиеца асра тытаççě

СМИ о нас. Олимпиеца асра тытаççě


28.10.2020

Вăрмарсем ЧР физкультурăпа спортăн тава тивěçлě ěçченне, спортăн тěнче класлă мастерне, Универсиада чемпионне Николай Пуклакова асра тытаççě. Ана асăнса районта ăмăрту йěркелеççě.

Кăçал кроссменсем Чупай ялне пухăннă. Вěсем 1000 тата 2000 метрлă дистанцисенче тупăшнă. Арçынсен ушкăнěнче финиша чи малтан Шупашкарти кооперации институтěнче вěренекен Сергей Петров çитнě, хěрарăмсем хушшинче Людмила Агапова мала тухнă. Яшсемпе хěрсен ăмăртăвěнче Энěшпуçри Артур Семеновпа Вăрмарти Дарья Яковлева çěнтернě. Вěренӳ учрежденийěсенчен Пысăк Енккассипе Чупай шкулěсем лайăх результатсем кăтартнă.

Андрей Михайлов.

Возврат к списку