Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас: Дмитрий КРАСНОВ: Яла куçăп, ялта пурăнăп

СМИ о нас: Дмитрий КРАСНОВ: Яла куçăп, ялта пурăнăп


24.09.2021

Патшалăх пурлăхĕшĕн те яваплă темерĕн — интервью пама Пичет çуртне килнĕ май экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов малтан хăй «Хыпар» кăларăмĕсемпе, патшалăх пурлăхĕпе эпир мĕнле майпа усă курнипе, бухгалтерие централизациленин ырă тата япăх енĕсемпе кăсăкланчĕ. Интервьюна вара вăл министр пуканне йышăннăранпа иртнĕ çулталăк ытларах тапхăрта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме ыйтнинчен пуçларăмăр.

ПИРЕН СПРАВКА: Дмитрий Краснов 1980 çулта Шупашкарта çуралнă. 2002 çулта Сăваш патшалăх университетĕнчен «тĕнче экономики» специальноçпа вĕренсе тухнă. Шупашкарти коопераци институтĕнче – магистр дипломне, Мускаври Сколковăри управлени шкулĕнче Executive MBA степене тивĕçнĕ. 2001-2020 çулсенче финанс сферинче, страховани отраслĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ. Иртнĕ çулхи утă уйахĕнчен тытăнса – ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ. 

Стратеги тата унăн «турачĕсем»

— Иртнĕ çулталăкра хамăн команда пурнăçланă «тава тивĕçлĕ» ĕçсен шутне чи малтан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи аталанăвĕн стратегине хатĕрлесе йышăннине кĕртнĕ пулăттăм, — терĕ Дмитрий Иванович. — Никĕс шайĕнчи документ. Ытти — унăн «турачĕсем». Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи те пур, ăна çĕнетсех пымалла. Стратегие кĕртмелли сĕнӳсене йышăнатпăр — диалог пулмалла. Пирĕн министерство пулăшăвĕпе усă куракансенчен карта хыçне хупăнма юрамасть — çав чăрмава сирмелле, бизнеспа, граждансемпе тытакан хутшăнусене ансатлатса уçăмлă тумалла. Ку енĕпе пирвайхи утăмсене турăмăр. Паян министерствăра пурте хăйсен тивĕçĕсене пĕлеççĕ, хушу парасса кĕтмеççĕ. Ку енĕпе эпир Росатом пуçарнă «Эффективлă регион» проекта кĕни те пулăшать — вăл нумай процеса виçеллĕ тума май парать. Калăпăр, МФЦсен ĕçне тишкертĕмĕр те — пĕр пулăшу ĕçĕ валли вăтамран 47 сехет кирлĕ иккен. Росатомăн хайхи системи вара çак вăхăта 2 сехет те 23 минут таран чакарма май пачĕ. Хут, топливо тăкакĕсем, ытти расхут пĕчĕкленнĕ май пĕр процесранах уйăхра 2 миллион тенкĕ перекетленет…

Министерствăна пăхăнакан тытăмсене пĕр тăрă айĕнче — «Манăн бизнес» центрта — пухни те çак ĕçпе килĕшӳллĕ. Бизнеспа, ăна пулăшассипе çыхăннă ыйтусене татса парасси хăвăртланчĕ. Халĕ МФЦсен пĕрлехи колцентрне хута яма хатĕрленетпĕр – 23-23-00 номерпе çыхăнма май пулĕ. Тишкертĕмĕр те — унччен çынсем МФЦсене шăнкăравланă тĕслĕхсенчен кашни виççĕмĕшĕ хуравсăр юлнă — телефона тытма ерçеймен. Шăнкăравсен 100% хуравламалла — çакăн пек тĕллев лартрăмăр.

Вăл пур, ку вара — пулĕ

— Дмитрий Иванович, чылай çул каялла хаçатра тухнă пĕр статья ятне астăватăп: «Чăваш Енре мĕн кăна çук: вăл çук, ку çук…» — республикăра автомобильсем кăна мар, кантăк-шифер, облицовка кирпĕчĕ, ытти продукци туса кăларманни пирки çырнăччĕ. Мĕнле шутлатăр, унтанпа нумай улшăнчĕ-ши?

— Статья популистларах сĕмлĕ пулнă-тăр — нимĕн те çук тенипе килĕшместĕп. «Хĕвел», «Химпром», ытти нумай предприяти туса кăларакан продукци… Пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă ĕçлет. Ыйтăвĕ, манăн шухăшпа, çав продукцие сутмалли рынокпа çыхăннă. Республика чиккисемпе çырлахмалла мар. Кунта туса кăларнипе пĕтĕмпех хамăр усă курма пултараймастпăр — регион тулашне те ăсатмалла. Конкурентлă продукци хатĕрлесе ăна тулашри рынока илсе тухмалла. Вăл е ку производствăна локализациленĕ май унта вырăнти предпринимательсене те явăçтармалла. Калăпăр, пысăк мар хăватлă тракторсем туса кăлармалли ятарлă инвестконтракта алă пусрăмăр. Çакă анлă майсем уçать. Двигательсенчен пуçласа ытти узел таран — тем те кирлĕ, апла тăк коопераци çыхăнăвĕ вăйлă пулĕ. Конвейертан çулталăкра 8 пин ытла трактор тухмалла, 700 ĕç вырăнĕ пулмалла. Чăннипех интереслĕ проект. Халĕ «Трактор завочĕсем» концерн çынсене ĕçе йышăнать, шалу виçи — 150 пин тенкĕ таран. Сăмах май, кадрсен ыйтăвĕ паян концернра кăна мар, ытти çĕрте те çивĕч.

Преференциллĕ режимсем туса хурас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Е тата — Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони туса хурасси. Малтан ТОСЭР пулмаллаччĕ, анчах УЭЗ условийĕсем хулашăн, республикăшăн тата лайăхрах: ĕç вырăнĕ те ытларах пулĕ, таможня пошлинипе, ыттипе çыхăннă çăмăллăхсем пысăкрах, шайĕ те — вăтам форматлă ТОСЭРăннинчен чылай çӳллĕрех. Унта 80 миллиард тенкĕлĕх инвестпроектсене пурнăçламалла.

Пилĕк инвестор паллă та ĕнтĕ. Эпĕ суту-илĕве те хисеплетĕп, çапах производствăна маларах хуратăп: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, вăрман тирпейлессипе, биопластик туса кăларассипе çыхăннă çĕнĕ производствăсем пулĕç — 1,1 пин ытла ĕç вырăнĕлĕх. Сăмах май, инвесторсем тĕлĕшпе хальччен ĕç арпашуллăрах пулнă. Инвестор региона килет те кампа çыхăнмаллине те пĕлмест. Кăçал инвестици аталанăвĕн агентствине йĕркелеме пултартăмăр — лару-тăру улшăнмалла. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА, Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.

Первоисточник: Газета «Хыпар», 24 сентября 2021 г., № 105 (27838), http://www.hypar.ru/cv/izdaniya/hypar/hypar-105-27838-no-24092021

 

Возврат к списку