Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас: Шурпе ҫиес килсен Ванюшкассине вěҫтереҫҫě

СМИ о нас: Шурпе ҫиес килсен Ванюшкассине вěҫтереҫҫě


09.11.2021

«Эпě... таван ҫěр техемлěхне чунпа туйса ҫитěннě те. Ял хуҫалахěнчи ěҫсер пуҫне ытти професси пирки шухӑшлама та пултарайман», - васкамасӑр, кашни сӑмаха уҫӑмлӑн татса калаҫрě Александр Терентьев. Паян вӑл - Красноармейски районěнчи ӑнӑҫла ěҫлесе пыракан фермерсенчен пери. Анчах ку ěҫе пуҫарса ҫитěну тавасси пачах ҫамал пулман.

Ванюшкассинче ҫуралса уснě вӑл. Кěҫěн Шетмěре 8 класс пěтернě хыҫҫӑн Ҫěрпури техникума ҫул тытна. Унта ӑна экзаменсӑрах вěренме илнě. «Ял хуҫалӑх èçè пултӑр тенěрен кайрам унта, - аса илчě Александр Ильич. Икě специальноҫе веренме май пурччě. Ялта пурансан та электричествана кашни кун юсамастап-ха тесе шухашларӑм. Машина-трактор вара вěсěмсěр ванать, ҫак ěҫе пěлмеллех. Сапла майпа 1986 ҫулта техник-механике вěренсе тухрӑм».

Ку ěҫе вěренни лайӑх та пулна. Диплом илсенех Ванюшкасси ачине салтака илсе кайнӑ. Тӑван килěнчен вал 1986 ҫулхи юпа уйахěн 20-мěшěнче, шӑп хӑйěн ҫуралнӑ кунěнче, тухса кайнӑ. «Чӑваш ачисем Канашран питě нумаййӑн кайрӑмӑр. Салтаксене илме килне командирсем «Кӑнтӑра каятӑр, пограничник пулатӑр» тесе хавхалантарчěҫ. Пуйӑса ларсанах чун Чӑваш ҫěрěнчен кайнӑшӑн питě хыта хурланчě. Аҫта лекетěп-ши? Ҫак шухӑш пусран каймарě», - аса илчě ҫěнè пěлěшем. Сав сулсенче вара... Афган вӑрҫи пына. Чӑвашран тапранса тухнӑ каччӑсен ҫулě шӑпах унталла выртнӑ.

Александр Терентьева, техникум пěтернěскере, сержантсен шкулне вěренме янӑ. Унтан миномет управленине лекнě вӑл. Мазари-Шариф хулине ҫитнě. Александр Ильич Афганистанра ике ҫул интернационалла тивеҫе пурнаҫланӑ.
Сарта чухне те чӑваш каччи ял хуҫалӑхěнче ěҫлес шухӑшне пуҫран кӑларман. Техникумра вěреннě чухне таван «Нива» совхозра практика тухна, комбайнпа та, тракторпа та ěҫленě. «Салтакран килсенех ěҫе кайрӑм. 700 тенкě «подъемный» укҫа та пачěҫ. Самрӑксем яла юлччар тенě ěнтě. Хусалӑхра ěсленě вӑхатра асла пěлу илес килчě те Шупашкарти коопераци институтне экономиста вěренме кěтěм. Диплом илсен ку профессипе ěҫлесе пӑхма шухӑшларӑм…«…»

Первоисточник: Газета «Хыпар», №№ 122-123, 3 ноября 2021 г.

 
  

Возврат к списку