Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас: Афганистан вӑрҫин инваличӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарчӗ

СМИ о нас: Афганистан вӑрҫин инваличӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарчӗ


07.12.2022

Пӗрлешӳре халӗ Афган вӑрҫинче пулнӑ 600 ытла ветеран шутланса тӑрать. Кашни район-хуларах вӗсен уйрӑм ушкӑнӗсем пур. 

Ҫар ҫыннисем нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсан та алӑ усса лармаҫҫӗ. Шкул ачисене патриотла воспитани парассинче тата обществӑлла ӗҫре хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗрлешӳ ертӳҫи Геннадий Матвеев пухӑннисене тав туса малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме тӑрӑшмаллине каларӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсене хӑйсене те сахал мар пулӑшу кирлӗ. Ҫавӑнпа та ветерансен влаҫпа яланах тачӑ ҫыхӑнура пулма тивет. Уяв кунӗ вӗсене Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула пуҫлӑхӗ, тӗрлӗ министерствӑпа ведомствора тимлекенсем саламларӗҫ, парнесемпе тав хучӗсем пачӗҫ. Афганистан вӑрҫин инваличӗсен пӗрлешӗвӗ хӑйсен ӗҫне чылай ҫул телекӑларӑмсенче ҫутатса тӑнӑшӑн пирӗн ӗҫтешсене те тав хучӗсемпе чысларӗ. Вӑл йышра: Елена Егорова тӗп редактор, Леонид Петров продюсер тата Алексей Енейкин корреспондент пулчӗҫ.

Первоисточник: ГТРК "Чувашия", 7 декабря 2022 г.

Возврат к списку