Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
Килте вӑхӑта мӗнле ирттермелле?

Килте вӑхӑта мӗнле ирттермелле?


22.04.2020

Лару-тӑру малашне мӗнле аталанасси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Асӑрхану мелӗсене пӑхӑнатпӑр-и? Каланине пурнӑҫлатпӑр-и? Эх, ҫурхи ҫанталак урама илӗртнӗ вӑхӑтра мӗн тери килте ларас килмест те… Анчах ҫакӑ пирӗн чӑтӑмлӑха, кӑмӑл ҫирӗплӗхне тӗрӗслекен самант ҫеҫ. Шухӑшласан, килтен тухмасан та вӑхӑта кӑсӑклӑ, усӑллӑ ирттерме пулать. Тахҫанах тытман кӗнеке вуласа тухасси, ҫан-ҫурӑма ҫирӗплетме тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫласси, кил-тӗрӗшри ӗҫсемпе аппаланасси… Республикӑри паллӑ ҫынсем мӗн тӑваҫҫе-ши кун-пек вӑхӑтра? Пирӗн вулакансене мӗн сӗнеҫҫӗ?

Олег Никифоров, тренер, Чӑваш Енри хапкидо шкулӗн ертӳҫи, хапкидо енӗпе 4-мӗш дан хура пиҫиххине тата айкидо енӗпе 2-мӗш дан хура пиҫиххине хӳтӗленӗ (прим. ред. сайта ЧКИ РУК: Олег Никифоров – выпускник Чебоксарского кооперативного института (филиала) Российского университета кооперации):

- Килте пурӑнма каланӑ вӑхатӑ усӑллӑ ирттермелли май чылай. Чи малтанах – хускану. Кашни кун 40-шер минут тренировка ирттермелле. Унтан тахҫанах курма ӗмӗтленнӗ фильмсене пӑхмалла. Хӑш чухне пӗр-пӗр кӗнекене вулас тесе айккине пуҫтарса хуратпӑр, анчах ун валли вӑхӑт ҫитмест. Халӗ ӑна тытмалли самант ҫитрӗ. Интернет бизнеса алла илмелле. Эпӗ шӑпах ҫак йӗркене пӑхӑнса пурӑнатӑп та.

Хусканусем пирки тӗпленрех чарӑнса тӑрар. Ку пурне те кирлӗ. Пӗтӗмӗшле хӑнӑхтарусенчен пуҫламалла. Ӳт-пӗве туртӑнтармалла. Алӑсене, урасене хускатмалла. Унтан отжимани тумалла, хырӑма ҫирӗплетмелле, приседани вырӑнлӑ…Килте гантель пулсан вӑл пулӑшнипе хулпуҫҫисене йӗркене кӗртмелле, бицепс тата трицепс хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫламалла… Ҫурӑм ҫинчен манмалла мар. Ун валли «кимӗ» хӑнӑхтару аван. Ӑна пурнӑҫлама ансат. Хырӑм сине выртатӑн та урасене тата алӑсене ҫӳллеле тӑсатӑн. Унсӑр пуҫне сывлӑша алӑпа, урапа, чӗркуҫҫипе, чавсапа ҫапни усӑллӑ. Ҫак хӑнӑхтарусене тӑтӑшах пурнӑҫласан кӗлетке ырӑ-сывӑ пулӗ.

Халӗ пире килте ларма хушнӑ. Ку – граждан позицийӗ, ӑна пӑхӑнмалла. Вӑл пурнӑҫа ырӑ енне улӑштарма пулӑшӗ. Ну, мӗн тӑвӑн урамра е кафере ҫакнашкал вӑхӑтра? Пӗрех пурте килте лараҫҫӗ, ҫав шутра – эпӗ те.

«Хыпар», № 41-42 от 17 апреля 2020 года.

Возврат к списку