Европа чемпионатне хутшӑнеҫ
Виҫӗм кун пирӗн штангистсем Грозный хулинчен таврӑнчӗҫ. Унта йывӑр атлетика енӗпе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ.
В. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн вӗренекенӗсем ӑмӑртура 8 медаль ҫӗнсе илнӗ. Александра Козлова хӗрарамсен ушкӑнӗнче абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Чечня Республикин пӗрремӗш президентне Ахмат Кадырова халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. «Ку маншӑн чи пысӑк ҫитӗнӳ. 13 ҫул каялла штанга йӑтма пуҫларӑм. Ӑмӑртӑва лайӑх хатӗрлентӗмӗр», - тенӗ спортсменка. Спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ Ирина Баймулкина (70 кг) чемпионатра «бронзӑллӑ» пулнӑ, Наталья Шайманова (64 кг) икӗ хӑнӑхтарура палӑрнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх кунсенче хӗрсем Кисловодска сбора тухса кайӗҫ, чӳк уйӑхӗнче Мускавра иртекен европа чемпионатӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗҫ.
Прим. ред. сайта ЧКИ РУК: Александра Козлова, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова – студентки факультета экономики и управления Чебоксарского кооперативного института (филиала) Российского университета кооперации.
«Хыпар», № 96-97 от 28 августа 2020 года