Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
Шупашкар çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçнине те курнă

Шупашкар çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçнине те курнă


10.02.2021

Миранда Кольцова пĕтĕм пурнăçне потребкоопераципе çыхăнтарнă. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем те унăн çулĕпех кайнă. Çемьен çак тытăмри ĕç стажĕ 150 çул.

«Анне пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Ун çине пăхса пĕчĕкрех чухне вĕçĕмсĕр тĕлĕннĕ: ĕçе çав таран юратма пулать-и вара? Студентсен çитĕнĕвĕсем пирки тата ытларах хавхаланса каласа кăтартатчĕ. Çавăнпа эпир яланах потребкоопераци тытăмĕнчи ĕç чи лайăххи тесе шухăшланă», — теççĕ Миранда Васильевнăн хĕрĕсем амăшĕн çулĕпе утма шут тытнине ăнлантарнă май.

Хăй вара тĕпренчĕкĕсене ĕç тĕлĕшпе нихăçан та витĕм кÿмен. «Çын сăмахĕ хыççăн професси суйламаççĕ. Вĕсем пĕчĕкрен эпĕ хамăн ĕçе юратнине, тивĕçсене чунпа парăнса пурнăçланине курса ÿснĕ. Çакă вĕсене пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшнă», — тет Миранда Васильевна. 90 çул урлă каçнă вăл. Апла пулин те килте ларса тăракан çын мар. РФ Коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтне куллен çÿрет. Кунта вăл музей ертÿçинче, ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшать. Маларахри çулсенче коопераци техникумĕнче, каярахпа институтра физкультура преподавателĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕмпе потребкоопераци сферинче 64 çул вăй хурать. Пурнăçĕ вара пачах урăх çулпа та кайма пултарнă...

Вăрçă пуçланнă чухне Миранда Васильевна 11 çулта пулнă. Тискер çав кунсене вăл питĕ лайăх астăвать: «Эпир Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи пушарнăйсен çуртĕнче пурăнаттăмăр. Атте пушар хуралĕн инспекторĕнче ĕçлетчĕ. Çур çĕр иртни виçĕ сехетре-и е кăнтăрла-и — тревога янăраса кайсанах часрах каланча тăррине хăпарса каяттăм. Хула ун чухне пысăк марччĕ. Ăçта мĕн çунни алă тупанĕ çинчи пек лайăх курăнатчĕ. Вăрçă тухни çинчен пĕлтернĕ кун та хăрушă сигнал янăраса кайрĕ. Çынсем урама чупа-чупа тухрĕç. Вăрçă! Нимĕçсем Совет Союзне тапăннă! Йĕри-тавра çакăн пек сăмахсем кăна илтĕнсе тăратчĕç. Çынсем унталла-кунталла чупкаларĕç. Юпа пек хытса тăнисем те пурччĕ. Пĕри те мĕн тумаллине пĕлмен ун чухне».

IMG_0345.JPG

Никама та çăмăл пулман. Миранда Васильевнăсен пурнăçĕ ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тата йывăрланнă. Малтан та час-часах чирлекеленĕ амăшĕн сывлăхĕ пушшех хавшанă. Аслă пиччĕшне вăрçа илсе кайнă. Икĕ пиччĕшĕ электроаппарат заводне ĕçлеме çÿренĕ. 12 çулти Миранда госпитальте, пушарнăйсен пÿлĕмĕсенче урай çунă. «Çăкăра талонпа паратчĕç. Питĕ çиес килетчĕ. Манран икĕ çул кĕçĕнрех шăллăм вĕçĕмсĕр: «Çăкăр пар-ха, ыран ыйтмастăп», — тетчĕ. Хамăн татăка ăна тыттараттăм. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн, 1952 çулта çĕре кĕчĕ. Вилес умĕн каланă сăмахĕсем халĕ те хăлхарах: вăрçă вăхăтĕнче эсĕ мана çăлса хăвартăн. Çак самантсем çинчен шкулсенче ачасемпе Паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ чухне яланах каласа кăтартатăп», — терĕ «вăрçă ачи».

Шупашкар çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçнине те курнă вăл. Пĕчĕкскер фашистсем Чăваш Ене те çитрĕç иккен тесе питĕ хурланнă. Вĕсен çурчĕ патĕнченех тыткăнри нимĕçсене Атăл хĕрринчи торф предприятине ĕçлеме илсе çÿренĕ. Çав ÿкерчĕксем халĕ те унăн куçĕ умĕнчех...

Вăрçă хыççăн Миранда Васильевна Мускаври физкультура техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн Шупашкара таврăннă, 24-мĕш шкулта ĕçленĕ. Çулталăкран ăна коопераци техникумне куçарнă. Çак самантран вăл пурнăçне Чăваш Енри потребкоопераципе çыхăнтарнă. Миранда Кольцова ертсе пынипе студентсем çав çулсенче республика ăмăртăвĕсенче, Атăлçи тупăшăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Хыççăн тата Шупашкарти коопераци институтĕнче 17 çул ĕçленĕ. 2008 çулта ăна вĕренÿ заведенийĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕн заместительне суйланă. Тепĕр пилĕк çултан вара пĕрлĕхе ертсе пыма шаннă. Хальхи вăхăтра йышра 94 çын шутланать. Паян вĕсем Миранда Васильевна хавхалантарса пынипе общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ.

IMG_9744.JPG

Амăшĕ хăйĕн ĕçне пуçĕпех парăннине, паллах, хĕрĕсем курмасăр тăма пултарайман. Çакă вĕсене çывăх çыннин çулĕпех утма хистенĕ. «Аслă хĕр шкула «ылтăн» медальпе пĕтерсен коопераци техникумне кĕчĕ. Унтан «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухсан коопераци институтĕнче пĕлÿ илчĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашпотребсоюз типографийĕн заведующийĕнче ĕçлет. Унăн ывăлĕ те кăçал коопераци институтне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленет. Кĕçĕн хĕр те çак институтрах ăс пухрĕ. Халĕ коопераци техникумĕнче преподавательте ĕçлет. Ывăлĕ те кунтах аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çак тытăмрах ĕçе вырнаçрĕ. Кĕрÿ те Чăвашпотребсоюзра ĕçленĕ. Çавăнпа пирĕн пĕрлехи ĕç стажĕ 150 çултан та иртет», — çемйипе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Миранда Васильевна.

Коопераци институчĕ пирки вăл «манăн иккĕмĕш кил» тет. Ку сăмахсенчен тĕлĕнмелли çук. Çапах та 64 çул — сахал вăхăт мар. «Халĕ те тăван института тимлĕх уйăрма тăрăшатăп. Кунта савăнса, пĕтĕм кăмăлтан килетĕп», — тет Миранда Васильевна. Çулталăк çурă каялла аслă шкулта вăл Çар мухтавĕн музейне йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕпе, унăн паттăрĕсемпе туллин паллашма пулать. Миранда Васильевна спортпа туслă, акă ĕнтĕ 17 çул «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» ăмăртăвĕсене, Наци кросне хутшăнать. 

Семья_!!!.jpg

Коопераци институчěн ректорě Валерий Андреев каланă тăрăх, Миранда Васильевна вěренӳ заведенийěн ветеранěсен организацийěн ěҫ-хěлне те самай вăйлатнă. Аслă ӳсěмрисем студентсемпе час-часах тěл пулаҫҫě, ěҫ опычěпе паллаштараҫҫě, тěрлě ыйтупа калаҫусем йěркелеҫҫě, спорт ăмăртăвěсене, тěп хулара иртекен тěрлě мероприятие хастар хутшăнаҫҫě, республикăри паллă вырăнсене экскурсисене тухса ҫӳреҫҫě. «Пěлтěр Ҫěрпӳре, Муркашра пултăмăр. Унти ěҫтешсем пире питě лайăх кěтсе илчěҫ, - терě Миранда Васильевна. - Ҫак районсенчи потребкоопераци организацийěсем 90-мěш ҫулсенчи йывăрлăхсене парăнманни, малалла аталанма пултарни питă савăнтарать. Хальхи вăхăтра та вěсем ăнăҫлă ěҫлесе пыраҫҫě».

…Пěр ěмěр чикки патнелле ҫапла харсăррăн утнин вăрттăнлăхне те пěлес килчě. Миранда Васильевнăна ку ыйтăва памасăр чăтаймарăм ҫапах та. «Ытларах хускалмалла, - терě вăл вашаватлăн. - Уйрăмах ҫулланнисен физкультура тумалла, спортпа туслашмалла. Вара чун-чěре кăна мар, кěлетке-ҫурăм та яланах ҫамрăк пулать». 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Первоисточник: Газета «Хыпар» («Весть»), №13, 9 февраля 2021 г.

 

Возврат к списку