Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас. Институтри конференци

СМИ о нас. Институтри конференци


12.04.2021

Шупашкарти коопераци институтěнче «Ҫамрăксем тата коопераци» наука конференцийě иртнě. Вăл тěрлě тытăмри ҫамрăк тěпчевҫěсене пěрлештернě. «Ыранхи кооперацири ҫамрăксен витěмě» онлайн лапамра 9 эксперт ěҫленě. Коопераци институчěн секцине аслă шкулăн Татьяна Серебряковăпа Людмила Федорова профессорěсем, хулари экономикăпа технологи колледжěн преподавателě Ольга Дрезина хутшăннă.

IMG_6562.JPG

Секцисенче тěрлě регионти студентсемпе шкул ачисем 22 доклад тунă. Волгоград студенчěсем кооперацире паянхи специалистăн професси пěлěвě анлă, ертсе пырас пултарулăхě пысăк шайра пулмаллине палăртнă. Коопераци институчěн аспиранчě Сергей Леонтьев ҫынсен пурнăҫ условийěсене лайăхлатма информаци экономики, компьютерсемпе ăслă устройствăсем пулăшни, потребительпе производитель ҫыхăнăвěнче ИТ-специалистсем кирли пирки каланă. Калининград хулинчи Анна Баранова студентка потребкоопераци ҫамрăксен предпринимательлěхне аталантармалли лайăх май пулнине тěслěхсемпе ҫирěплетнě.

Первоисточник: Газета «Хыпар» («Весть»), №36-37, 9 апреля 2021 г.

Возврат к списку