Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас. Тимлě пулнăшăн тав тунă

СМИ о нас. Тимлě пулнăшăн тав тунă


12.04.2021

Чăваш Енěн ШěМě ҫумěнчи общество канашě Шупашкарта пурăнакан Михаил Начевкина преступление уҫăмлатма пулăшнăшăн чысланă. Пěлтěрхи ҫурла уйăхěн 5-мěшěнче М-7 автоҫулăн 629 километрěнче, Шупашкар районěнче, «Ниссан-Тиида» водителě 50 ҫулти велосипедиста ҫапса хăварнă. Йывăр суранланнă арҫын ҫавăнтах пурнăҫран уйрăлнă. Ӳсěр водителе, преступлени вырăнěнчен тарнăскере, тытса чарма инкассаторта вăй хуракан 26-ри Михаил Начевкин пулăшнă. Ҫамрăк ҫын иномаркăн сулланакан номерне, ытти пайě сиенленнине асăрханă та полицие шăнкăравланă. Тимлě пулнăшăн, преступление уҫăмлатма пулăшнăшăн ведомствăн общество канашěн председателě Валерий Андреев Михаил Начевкина Тав хучěпе тата парне сертификачěпе чысланă.

 Obschestvennyy_sovet_nagrazhdenie_grazhdanina_vruchenie-800x600.jpg

Первоисточник: Газета «Хыпар» («Весть»), №36-37, 9 апреля 2021 г.

Возврат к списку