Чебоксарский кооперативный институт Филиалы
Размер:
A A A
Цвет:
C C C
Изображения: Вкл. Выкл.
Обычная версия сайта
СМИ о нас: Валерий АНДРЕЕВ: Чун канăçне институтра тупрăм

СМИ о нас: Валерий АНДРЕЕВ: Чун канăçне институтра тупрăм


26.04.2021

Валерий Андреев республикăра педагог, депутат тата политик пек паллă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ВЛКСМ Чăваш обкомĕн, КПСС Шупашкар хула комитечĕн ĕçченĕ пулнă. Унтан маларах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ВЛКСМ комитетне ертсе пынă.

Валерий Андреев Çĕрпÿ районĕнчи Малтикасра çуралнă. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, 200 ытла ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра — пилĕк монографи, авторĕ. 1981-1990 çулсенче комсомол тата парти ĕçĕнче вăй хунă, 1990-1992 çулсенче — Шупашкарти 12-мĕш, 1-мĕш лицей шкул директорĕнче, 1992-1994 — коммерци тытăмĕсенче, 1994-2003 — ЧР Президенчĕн Администрацийĕн аналитика центрĕн, секторĕн заведующийĕнче, пай пуçлăхĕнче, управлени пуçлăхĕн заместителĕнче, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕнче — информаципе аналитика управленийĕн пуçлăхĕнче; 2000-2001 — ЧР пичетпе информаци енĕпе ĕçлекен комитет председателĕнче, 2003-2004 — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕнче — ЧР пичет тата информаци политикин министрĕнче, 2004-2005 — ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕнче, 2005-2006 — РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн В.И.Слуцкерăн пулăшуçинче, 2006 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕнче ĕçлет. Вăл — РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденне, орден медальне, РФ Президенчĕн ятран паракан сехетне, РФ пичет, телерадиовещани тата массăллă информаци хатĕрĕсен енĕпе ĕçлекен министерствăн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ гражданинĕ те.

Комсомол ыйтнипе

— Валерий Витальевич, калаçăва комсомолта ĕçленĕ çулсенчен пуçлар-и?

— Çитĕнекен ăру çинчен халĕ те сахал мар шухăшлатăп. Паянхи кун вĕсемпе ĕçлекен йĕркелÿ тытăмĕ çукки канăçсăрлантарать. Акă, сăмахран, 7-мĕш класра вĕренекен мăнукăмах илем. Пионер е комсомол организацийĕ пулнă тăк вăл хастарлăх кăтартĕччĕ, мĕншĕн тесен унăн çав пултарулăхĕ пур. Комсомол, пионер тытăмĕсем пулас лидерсене çитĕнтернĕ. Политикăра пĕрле тăрăшакан ĕçтешсем пурте вĕсем витĕр тухнă. Паянхи шкулта мĕнле кăна организаци — Çамрăк армеецсен, Раççей шкул ачисен юхăмĕ тата ытти те — çук-ши? Начар теместĕп, анчах... Ку енĕпе ятарласа ĕçлекен тытăм курас килет. Эпĕ пĕлÿ илнĕ университетри комсомол организацийĕ йышĕпе чи пысăккисенчен пĕриччĕ. Пĕр вăхăтра 6125 çынна çитнĕччĕ. Пирĕнтен йышлисем «Химпромра» тата Трактор заводĕнче кăначчĕ. Мана, педагог пулма хатĕрленнĕскере, шăпа тепĕр еннелле çавăрчĕ, комсомол ĕçĕнче пиçĕхнĕ çамрăксемпе çывăхлатрĕ. Вĕсем кайран та пурнăçра çухалса каймарĕç. Сăмахран, Геннадий Федоров — Чăваш Енĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тĕп инспекторĕ, Анатолий Леонтьев — «Честр-Групп» строительствăпа промышленноç холдингĕн президенчĕ, Владимир Бакшаев — «Çеçпĕл» предприятин генеральнăй директорĕ, ыттисем.

— Эсир çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери 12-мĕш фестивальне хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, интерклуб йĕркелеме сире Мускава янă.

— 1985 çулта çулла иртрĕ вăл. Мана вара нарăс уйăхĕн вĕçĕнчех Мускава ăсатрĕç. Хатĕрленÿ ĕçĕ чылай вăхăта пычĕ. Пирĕн интерклуб тĕп хулари автоматика линийĕсен завочĕн культура керменĕнче вырнаçнăччĕ. Унта Азербайджанран, Туркменистанран, ытти тăрăхран пынă комсомол ĕçченĕсем пурччĕ.

— Мĕнле тивĕçсене пурнăçлама тивнĕ?

— Ют çĕршыв делегацийĕсене йышăнма, паллă çынсемпе калаçма, концертсем йĕркелеме. Америка юрăçипе тата киноактерĕпе Дин Ридпа икĕ хутчен тĕлпулу ирттернĕччĕ. Унта лекес текен çамрăк питĕ нумайччĕ. Яваплăх, паллах, питĕ пысăкчĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти ĕçсене те пурнăçланă. 1984 çул вĕçĕнче Атăл хĕрринчи пушă ларакан «Родина» кинотеатрта Çамрăксен çуртне йĕркелес ĕçе пуçăннăччĕ. Мускавра командировкăра тесе çурта юсас ĕçрен мана хăтарман. Юсав çеç мар-ха, унта ĕçлеме кадрсем тупассине, сĕтел-пуканпа, кирлĕ ытти хатĕрпе тивĕçтерессине пурнăçласа пынă. Тутарстанри, Самарти ĕçтешсен опычĕпе паллашма кайса килтĕм. Йывăр пулчĕ, çапах Çамрăксен çуртне вăхăтра ĕçлеттерсе ятăмăр.

Чи йывăр вăхăт

— Совет Союзĕ саланнине мĕнле хаклатăр?

— СССР арканнине йышăнмастăп, унпа нихăçан та килĕшместĕп. Çак тапхăр — кун-çулăмри чи йывăр самант. 1987 çулта мана КПСС Шупашкар хула комитечĕн пропаганда пайне ĕçлеме куçарчĕç. Вăл çĕн йĕркелÿ тапхăрĕпе пĕр килчĕ. Пурнăçра, пирĕн тавра мĕн пулса иртнине ăнланма йывăрччĕ. КПСС Тĕп комитетĕнчен «Вăрттăн усă курма» грифпа килекен документсенче пĕр тĕрлĕ шухăш пытаннăччĕ, кулленхи пурнăçра вара урăхла, пачах тепĕр майлă ĕçсем пулса иртетчĕç. «Кам эпĕ: Тĕп комитетпа ахаль коммунист хушшинчи заложник-и?» — çак шухăш тавра пуç вататтăм. Патшалăхра мĕн пулса иртнине ăнланманни мана çак ĕçрен кайма хистерĕ.

— Эсир йывăр çав тăпхăрта педагогика ĕçне таврăннă. Тĕп хулари шкулсене ертсе пынă, Шупашкарта пĕрремĕш лицей шкул йĕркеленĕ. Ачасене университета тата коопераци институтне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленĕ. Паллах, ку енĕпе те йывăрлăхсем пулнах ĕнтĕ.

— Пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Акă, 12-мĕш шкулта çакăн пек пăтăрмахсем пулнăччĕ: шкул Владимир тăвĕ çинчи хĕрарăмсен мăнастирĕнчен çул урлă вырнаçнă. Çав вăхăтра ăна Шупашкар епархине тавăрса панăччĕ. Анчах унта тирпейсĕрлĕх хуçаланатчĕ, территори тимĕр-тăмăрпа, ытти ăпăр-тапăрпа тулнăччĕ. Шкул ачисене ĕç урокĕсенче унта ĕçлеттертĕмĕр. Унччен те пулмарĕ — мана ронона чĕнтерчĕç, чиркÿ çыннисене пулăшма юраманни пирки асăрхаттарчĕç. Кăшт вăхăт иртсен мăнастир вырсарни шкулĕ уçнă, ачасене ларса вĕренме парта кирлĕ пулнă. Тĕн çыннисем пулăшу ыйтрĕç. Шкул путвалĕнче усă курма юрăхсăр парттăсем купаланса выртатчĕç, маларах çаксенчен мĕнле хăтăлмаллине те пĕлместĕмĕр, пушар тухас тăк пысăк хăрушлăх кăларса тăратĕччĕç. Вĕсене илсе кайрĕç кÿршĕсем. Икĕ-виçĕ кун иртрĕ-и, иртмерĕ те-и — мана каллех роно ĕçченĕсем шыраççĕ: «Парттăсене ăçта хутăн?» — теççĕ. Лицее вара хулари чи кивĕ 1-мĕш тата 4-мĕш шкулсенче уçрăмăр. Республикăри пултаруллă ачасене пуçтартăмăр, анчах сĕтел-пукан çук, мĕн пуррине умĕн ĕçленисем пĕрле илсе кайнă. Вĕрентÿ министерстви те пулăшаймарĕ, парттăсене Ужгородра кăна хатĕрлеççĕ иккен. Унти фабрикăн директорĕ пире пулăшма пулчĕ, анчах ун вырăнне вĕсем патне хамăрăн мĕн пуррине ăсатмалла. Мĕн тумалла? Шкулти кĕтесе арендăна илнĕ атă-пушмак ăстисем çăлса хăварчĕç: Ужгорода пĕр контейнер атă-пушмак ятăмăр. Парттăсем çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче килсе çитрĕç. Çапла вĕренÿ çулне вăхăтра пуçларăмăр. Шкулта юридици тата коммерци класĕсем уçрăмăр.

Правительствăра — 12 çул

— Йĕркелÿ ĕçĕнчи сирĕн опыт Чăваш Енĕн Президенчĕн влаç тытăмне йĕркелес ĕçре кирлĕ пулнă, сире унта ĕçлеме чĕннĕ.

— Çак тапхăр эпĕ юристăн диплом ĕçне çырнă тапхăрпа пĕр килчĕ. Диплома хÿтĕленĕ хыççăн тин килĕшрĕм. Президент Администрацийĕн аналитика центрĕнче консультантра ĕçлеме пуçларăм. Правительство çуртĕнче 12 çул ирттертĕм. Тĕрлĕ должноçра. Правительство Председателĕн заместителĕ — пичет министрĕ таран хăпартăм темелле.

— Валерий Витальевич, Пичетпе информацин патшалăх комитетне, Пичет тата информаци министерствине ертсе пынă çулсем мĕнле йĕр хăварчĕç?

— Финанс енĕпе пĕрре те çăмăл марччĕ. Хут та ылтăн пек хакланса кайнăччĕ. Район хаçачĕсен ун чухне тиражĕсем пысăкчĕ-ха. Ял хутлăхĕнчи хаçатсен унта пурăнакансен ĕçĕпе, савăнăçĕпе, хуйхипе пурăнмаллине шута илсе вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшрăм. Хăш-пĕр вырăнта Издательство çурчĕсем чăмăртанчĕç. Чылай районта халĕ те эпĕ министрта ĕçленĕ вăхăтра çирĕплетнĕ редакторсемех ĕçлеççĕ. Наци прессине те тимлĕхсĕр хăварман. «Чĕрĕ укçа» пулманран бартерпа ытларах ĕçлеме тивнĕ пулсан та чăваш журналĕсене тытса тăма мехел çитертĕмĕр. Чăваш кĕнекисемпе Майн çинчи Франкфуртра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке куравне çитсе килтĕмĕр. «Краткая чувашская энциклопедия», «Астăвăм» кĕнекесем кăлартăмăр, «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăм йĕркелерĕмĕр.

— Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕнче ĕçленĕ çулсем мĕнпе асра юлчĕç тата?

— Социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ĕç ăçтан пуçланса мĕнпе вĕçленнине те пĕлме çук: ачасем, ватăсем, инвалидсем… 13 тĕрлĕ комисси ертсе пымаллаччĕ. Çапах ку тытăмра хăв мĕн тунин кăтартăвне çийĕнчех курма пулатчĕ. Паллах, çакă та чуна лăплантарнă.

Урăх тĕнчери пекех

— Тинех эсир паян вăй хуракан вырăна — коопераци институтне — çитрĕмĕр…

— Педагогика ĕçне çĕнĕрен таврăнасси пирки эпĕ самантлăха та шухăшлама чарăнман. Влаç органĕсенче вăй хунă вăхăтра та тĕрлĕ вузра — И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче, çавăн пекех коопераци институтĕнче — лекцисем вуланă, практика занятийĕсем ирттернĕ. Çавăнпа 2006 çулта Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕнче ĕçлеме сĕнсен килĕшрĕм. Кунашкал институтра вăй хума кичем мар. Çапах ĕçе пуçăннă вăхăтра лару-тăру çăмăл марччĕ. Коллектив пăтраннă, Мускава та, ЧР Вĕрентÿ министерствине те çăхавсем пырсах тăнă. Унашкалли урăх пулмарĕ. Ректорта ĕçлеме тытăннăранпа кĕçех 15 çул çитет. Хăюллăнах çапла калама пултаратăп: малтанхи должноçсем статуспа самай çÿллĕрех пулчĕç, анчах чун канăçне шăпах институтра тупрăм.

— Мĕн тума пултартăр?

— Коопераци институтĕнче, ытти вузпа танлаштарсан, урăх тĕнче темелле. Вăл 1994 çултанпа хăй ĕçлесе илнĕ укçапа пурăнать. Пирĕн коллектив Совет Союзĕн чылай республикисенчен килнĕ преподавательсемпе профессорсенчен чăмăртаннă. Аспирантура хыççăн вĕсене направленипе кунта янă. Çавăнпа вăл е ку ыйтăва сÿтсе явнă чухне ăслăлăхăн тĕрлĕ шкулĕн шухăшне итлеме тивет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче республикăри çемьесенче вăтамран 1,3 ача çуралнă. Çак кăтарту çулленех пĕчĕкленсе пырать. Сăмахран, юлашки вăхăтра Улатăр, Шăмăршă, Пăрачкав, Куславкка районĕсенче 11-мĕш класран пурĕ те 45-60-шар ача çеç вĕренсе тухать. Çакна шута илсе «хăрушсăрлăх минтерĕ» хатĕрлеме тĕв тытрăмăр: 7 çул каялла институт çумĕнче колледж уçрăмăр. Халĕ унта 1057 ача пĕлÿ илет. Иртнĕ çул колледж пĕтернисен 68 проценчĕ институтри бакалавриатра вĕренме пуçларĕ.

— Хăвăр пирки тĕплĕн кала­çай­марăмăр, çемйĕр çинчен те пĕлместпĕр.

— Мăшăрăм Галина — гинеколог тухтăр, икĕ хĕр: Надежда — прокурорăн аслă пулăшуçи, Ольга — медицина центрĕн директорĕ. Икĕ мăнук. Асли 7-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни шкула кайма хатĕрленет. Эпĕ хамăн ачасем ÿснине курман та темелле, ĕçе тухса каяттăм — вĕсем çывăратчĕç, таврăннă тĕле каллех тутлă ыйхăраччĕ. Халĕ мăнуксемпе киленетĕп. Ашшĕ-амăшĕ канмалли кунсенче вĕсене пирĕн пата илсе пыни — маншăн телей. Тăван яла илсе каятпăр, аслашшĕне савăнтаратпăр. Ялта хам та чунпа канатăп. Шел, анне иртнĕ çулла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çавăнпа шăллăмпа атте патне кашни эрнерех черетленсе çÿретпĕр.

— Чун киленĕçĕ валли вăхăт пур-и?

— Тахçан пăшалтан питĕ аван переттĕм. Сунара та кайса куртăм, анчах вăл ман валли маррине тÿрех туйрăм. Урăх кайман. Вулама юрататăп. Харăсах темиçе кĕнеке вулатăп. Мăшăрпа театрсене çитсе курма тăрăшатпăр. Йытăсенчен чау-чау ăратлине килĕштеретĕп. Шавлă мероприятисене кăмăлламастăп, ытларах чухне пĕччен пулас килет. Апла пулин те университетра пĕр курсра вĕреннисемпе халĕ те çыхăну тытатпăр, тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Вĕсенчен виççĕшĕ — ăслăлăх докторĕ, Михаил Демидов вара коопераци институтĕнчех ĕçлет. Ăслăлăх кандидачĕсем те, спорт мастерĕсем те пур. Ĕçлеме пăрахсан мана вăрмана ярăр тетĕп килтисене /йăл кулать/. Шел, апат пĕçерме юратмастăп, тутлă çиме вара питĕ кăмăллатăп.

Надежда СМИРНОВА

Первоисточник: Газета «Хыпар» («Весть»), № 42-43, 23 апреля 2021 г.

Возврат к списку